Паян, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Муркаш районӗн ҫыннисем пухӑннӑ. Вӗсем Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата республикӑри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа район 72 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ.
Фойере хӑнасене юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Унтах ал ӗҫӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Уяв район аталанӑвӗ пирки ӳкернӗ фильм кӑтартнипе пуҫланнӑ. Унтан Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, район пуҫлӑхӗ Игорь Николаев, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ Алла Салаева тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
Унтах ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ ҫамрӑксене, маттур ҫынсене чысланӑ. Сцена ҫине Муркаш районӗнчи фольклорпа эстрада ансамблӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем тухса юрӑ ташӑпа савӑнтарнӑ.
Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» Ҫӗнӗ ҫул проектне пӗтӗмлетмелли мероприяти йӗркеленӗ. Унта Муркаш районӗнчи культурӑпа кану учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ.
Аса илтерер, «Пӗр районӑн юмахӗ» проекта кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 7-мӗшӗччен Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫынсем ҫулҫӳрев карттинче кӑтартнӑ ятарлӑ вырӑнсем тӑрӑх канса та савӑнса ҫӳреме пултарчӗҫ ҫав вӑхӑтра.
Уйрӑмах хастаррисем мӗнпур уява ҫитнӗ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чемен карти» этнопаркра кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗн Елки иртнине, ӑна влаҫрисем «Этнозима» (чӑв. Этнохӗл) ят панине эпир пӗлтернӗччӗ.
Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнче икӗ культура ҫурчӗ пур. Ҫак кунсенче вӗсенчи 4 пултарулӑх ушкӑнӗ концерт лартнӑ.
Малтанах Рыкакасси клубӗ ҫумӗнчи ача-пӑча ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ. Вӗсем куракансене гитара, аккордеон каласа тӗлӗнтернӗ.
«Шураппа» фольклор ушкӑнӗ вара ҫӗнӗ юрӑпа савӑнтарнӑ. Елена Пушкина шурӑ шупӑрпа тухса «Мӗнле пурӑнан, аякри тӑван?» юрӑ шӑрантарнӑ. Полина Никифоровӑпа Галина Шалтынова юрланӑ юрӑсем те куракансен кӑмӑлне кайнӑ.
«Шуҫӑм» халӑх юррипе ташӑ ушкӑнӗ тӗрлӗ жанрпа тӗлӗнтернӗ. Москакасси шкулӗнче вӗренекенсем «Нарспи» поэма сыпӑкне кӑтартнӑ. Любовь Ванюшкинӑпа Прасковья Лебедева вара Н.Захаровӑн «Чӗкеҫсем» спектаклӗн пӗр сыпӑкне вылянӑ. «Эчкерен ҫӑлтӑрӗсем» эстрада ушкӑнӗ те халӑха тӗлӗнтернӗ.
Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ кунсерен тенӗ пек ӳссе пырать. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 51 ҫын сысна грипӗпе аптӑранине регистрациленӗ. Ытларах Шупашкарта чирлеҫҫӗ. Унта 18 тӗслӗхе шута илнӗ.
Чир географийӗ самай анлӑланнӑ. Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Муркаш, Вӑрмар районӗсенче те сысна грипӗпе чирлекенсем пуррине палӑртнӑ.
Сӑмах май, кӑрлачӑн 19-мӗшӗ тӗлне 5 ҫын ку чирпе нушаланнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне 17-ӗн чирленӗ. Халӗ ку хисеп 51 ҫынна ҫитнӗ.
Муркаш районӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче «Шкул тата чӑваш чӗлхи чӗрӗлӗвӗ» темӑпа республика шайӗнче ҫавра сӗтел ирттерет. Ҫавра сӗтеле пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.
Ҫавра сӗтелте сӳтсе явма палӑртнӑ ыйтусем: хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинчи чӑваш чӗлхин лару-тӑрӑвӗ; чӑваш наци шкулӗсенче чӑвашлӑха сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусем; чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентӗвӗн пахалӑхӗпе тухӑҫлӑхне ӳстересси.
Ҫавра сӗтелте хутшӑнма чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсене, чӑваш чӗлхин ӑстаҫисене (специалисчӗсене), литература тӗпчевҫисене, таврапӗлӳҫӗсене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене, тӑван чӗлхепе тата литературӑпа кӑсӑкланакансене йыхравлаҫҫӗ.
Ҫавра сӗтел 10 сехетре пуҫланать. Хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине йӗркелӳ комитетне 2016 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗччен ҫак адреспа ярса памалла: 429541, Муркаш районӗ, Калайкасси ялӗ, Ҫамрӑклӑх урамӗ, 3. Электронлӑ адрес: uyav@mail.ru. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 8(83541) 65-3-21 (шкул телефонӗ); 8-905-347-64-27 (Степанов Александр Марсовичӑн кӗсье телефонӗ).
Мӗн катӑн, ҫав шӑтать теҫҫӗ. Япӑх вӑрлӑхран ыррине илеймессине ял ҫынни аван ӑнланать. Ҫакна тӗпе хурса паян ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене кондицие лартассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 15-мӗшӗ тӗлне, акӑ, хуҫалӑхсенче ҫуртисен вӑрлӑхӗ 48,5 пин тонна пулнӑ. Ку вӑл кирлинчен 1 процент нумайрах.
48,5 пин тоннӑран 60 проценчӗ — кондицие ларнӑ вӑрлӑх. Улатӑр районӗнче ун пекки 86 процент, Ҫӗмӗрле районӗнче — 83 процент.
Муркаш районӗнче кондициллӗ вӑрлӑх хальлӗхе 28 процент кӑна-ха.
Вӑрлӑха кондицие лартассипе республикӑри хуҫалӑхсенче 108 звено ӗҫлет. Ку енӗпе Патӑрьелпе Комсомольски районӗсем уйрӑмах хастар — вӗсенче кашнинче ҫирӗме яхӑн бригада ҫине тӑрать.
Республикӑн Ҫар комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗсемпе ӗҫлекен пайӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ (ку пукана ӑна шанса панӑранпа вӑхӑт нумаях иртмен) Владимир Казаков ӗнер Муркаш тата Элӗк район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе Ростислав Тимофеевпа тата Александр Куликовпа тӗл пулнӑ. Вӗсене вӑл ҫар комиссариачӗн пайӗн пурлӑхпа техника базипе тата коллективпа паллаштарнӑ.
Ӗнерех комиссар Муркаш районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчи ҫарпа учет сӗтелӗсен пуҫлӑхӗсемпе те канашланӑ. Ярапайкассинчи ял тӑрӑхӗн ҫарпа учет сӗтелӗн специалистне Маргарита Башмаковӑна тата Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнче ҫарпа учет сӗтелӗн специалистӗнче тӑрӑшса нумаях пулмасть тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Нина Германована Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
«Прессӑн ылтӑн фончӗ–2016» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех пӗтӗмлетрӗҫ-ха. Ҫапах та ку паллӑна тивӗҫнисене кӑҫал унпа усӑ курма ирӗк панине кура ҫав ятлӑ хаҫат-журнала пӗлтерме эпир кая юлман тесе шухӑшлатпӑр. Конкурса «Журналист» издательство ҫурчӗ йӗркелет.
Сӑмах май каласан, ылтӑн паллӑна тивӗҫнине тӗрлӗрен хаклакан-йышӑнакансем пур-ха. Ара, кирек епле парнен те, енчен вӑл йышлӑ пулсан, сумӗ чакать-тӗр ҫав. Юрӗ, сӑмахӑмӑр ун пирки мар.
Конкурса 268 кӑларӑм хутшӑннӑ. Вӗсем — ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗсем.
Конкурса тӑратнӑ хаҫат-журнала конкурс комиссийӗ виҫӗ степеньлӗ паллӑпа хакланӑ. Пирӗн республикӑри виҫӗ хаҫат: «Советская Чувашия», «Алатырские вести» тата Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» — иккӗмӗш степеньлине тивӗҫнӗ.
Тӑхӑр хаҫат виҫҫӗмӗш степеньлӗ паллӑ хуҫисем пулса тӑнӑ. Вӗсен хушшинче чӑваш парламенчӗн «Республика» хаҫачӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани», Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ», Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Цивильский вестник», Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫачӗсем, «Агромаш» тата «Моя Империя» журналсем.
Муркаш районӗнчи пӗр фермер страус ӗрчетет.
Ильинкӑра пурӑнакан фермер хуҫалӑхӗнче ҫак кайӑк-кӗшӗк тӗпленме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Африкӑри хура старуссем Муркаш районӗнчи климата хӑнӑхнӑ темелле. Чӑваша, Ильинкӑна, вӗсене Александр Назаров фермер ҫулталӑк каялла илсе килнӗ. «Африка страусӗ ятлӑ пулин те вӗсем чӑтӑмлӑ», — ырлать хӑйӗн кайӑк-кӗшӗкне фермер. Кайӑксене вӑл урал тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ. Халӗ унӑн 4 аҫа тата 12 ама.
Ҫак пысӑк кайӑк утӑ ҫиет, комбикорм юратать, люцернӑна хапӑл тӑвать.
Страуссем валли ятарлӑ ферма туса лартнӑ. Аслисем валли уйрӑм вите пур, чӗпсем валли — расна. Электроэнергие фермер хӗвел батарейӑран илет.
Ҫӑмартана фермер инкубатора хурать. Ара, кайӑк-кӗшӗк йышне хушмалла-ҫке. Страус, шучӗпе, икӗ кунта пӗрре ҫӑмарта тумалла. Йыш хушӑнсан фермер страуса какая та ярӗ, ҫӑмартине те сутӗ.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Етӗрне хулинчи, Муркаш тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчен килнӗ шахмат ӑстисем тупӑшрӗҫ.
20 шахмастист хӑйсен ӑсталӑхӗпе палӑрчӗҫ. Йывӑр кӗрешӳре малти вырӑна Хӗрлӗ Чутай районӗнчен килнӗ Александр Альгешкин йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Охандеров Николай, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Семенов Александр.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп хучӗпе тата пылак парнепе чысларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |